Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Учительсем (Илле Тӑхти)

Халӑха ҫутта кӑларас ӗҫре учительсем мӗн тери пысӑк ӗҫ туса тӑнине эпир пурте пӗлсе тӑратпӑр.
Учительсем общество ӗҫӗсене майласа пырас ӗҫре ӗҫлени те пирӗн куҫ умӗнче питӗ лайӑх курӑнса тӑрать.
Халӑха вӗрентес ӗҫе, обществӑн тӗрлӗ-тӗрлӗ ӗҫӗсене малалла яма учительсем епле пулӑшнине пурне каласа пӗтерес те ҫук.
Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенче, Самар, Саратов, Ульяновск кӗпернисенче, Ҫӗпӗрте — пур ҫӗрте те чӑваш ӗҫ халӑхӗ хушшинче ку ӗҫсемпе учительсем чаплӑ, аслӑ мухтавлӑ ӗҫ туса тӑраҫҫӗ.
Уйра-хирте, тӑмлӑ, чуллӑ, хура тӑпраллӑ ана ҫинче тырӑ-пулӑ акса тӑвасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫӗр ӗҫлесе тӑранса пурӑнасси — хура тарпа ӗҫлемесӗр пулмасть.
Ҫавӑн пекех тӗттӗм, вӗренмен халӑха вӗрентсе ҫутта кӑларасси, ҫӗнӗ самана майлӑ пурнӑҫ тӑвасси ҫӑмӑл ӗҫ тесе кам калӗ?
Чӑваш ӗҫ халӑхӗн ачисене вӗрентесси — учительсен ӗҫӗ — ҫӑмӑл эҫ мар.
Пин-пин, темиҫе пин ачасем шкулта учительсем аллинче вӗренеҫҫӗ.
Пин-пин чӑваш ачисене те культура ҫулӗ ҫине, ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине, ҫутӑ ҫул ҫине, аслӑ ҫул ҫине учительсем ертсе тухаҫҫӗ.
Шкулта ӗҫлес ӗҫ, общество ӗҫӗ, ҫӑмӑл мар. Вӑл ӗҫсене учительсем никамран парне кӗтмесӗр, мӗнпур вӑйпа, хӑйсен сывлӑхне шеллемесӗр ӗҫлеҫҫӗ.
Германи, Франци, Англи, Америка, Япони техникинчен, хапрӑк-савӑчӗсем епле вӑйлӑ ӗҫленинчен эпир тӗлӗнетпӗр. Вӗсен вӗренӳлӗхӗ те пире тӗлӗнтерет. Вӑл патшалӑхсем техникӑпа, культурӑпа мала кайни вӗсен учителӗсем вӑйлӑ ӗҫленинчен те килнӗ.
Пӗчӗк патшалӑхсем — Финлянди, Швейцари т. ыт. культурӑпа мала кайни те учительсемсӗр пулман.
Совет Союзӗнчи учительсем, чӑваш хушшинчи учительсем те ӗҫ халӑхне ҫутта кӑларса тата чаплӑ ӗҫ туса параҫҫӗ.
Пирӗн халӗ кашни ялтах шкул пур теме ҫук. Шкулсӑр ялсем пирӗн чӑваш хушшинче те тупӑнаҫҫӗ.
Ҫак вӑхӑтра халӑх хушшинче, чӑваш хушшине хаҫат сарасси пысӑк ӗҫ тенине хирӗҫ никам та пӗр сӑмах та каламӗ.
Чӑваш хушшине хаҫат сарас ӗҫпе пирӗн учительсем чылайӑшӗ тӑрӑшаҫҫӗ.
Хӑш-хӑш учитель «Чӑваш хресченӗ» хаҫат валли 30-40 ытла подписчиксем тупса панӑ.
Хаҫат сарас ӗҫе хӑш учительсем хайсен шкулӗсенче вӗренекен ачасем урлӑ туса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш хушшине сарас ӗҫе чӑваш шкулӗсенче вӗрентекен учительсем пурте вӑй ҫитнӗ таран тытӑнсан, пирӗн чӑвашла хаҫатсене илекенсен йышӗм20-30 пинтен те иртсе каймалла.
Чӑваш хушшинчи учительсем, учитель пулма вӗренекен юлташсем! Эсир пурте чӑвашла хаҫатсене хамӑр халӑх хушшине сарма кӑмӑл тусан, ҫак ӗҫе хӑвӑрӑн витӗмлӗ сӑмахпа пулӑшсан, чӑвашла хаҫатсене чӑваш хушшине сарма пурте вӑйлӑ тытӑнсан питӗ пысӑк, питӗ чаплӑ ӗҫ пулӗччӗ.
Хӑвӑрӑн вӑхӑт ҫитнӗ таран эсир чӑвашла хаҫатсене ҫырах тӑрсан пирӗн хаҫатсем нумай юсанӗҫ, халӑха тата усӑллӑ пулӗҫ.
Чӑваш хушшинчи учительсем, учитель пулма хатӗрленекенсем! Пире эсир ҫак сӑмахшӑн ан ятлӑр. Чӑваш хаҫачӗсем ҫине ҫырӑр, чӑваш хаҫачӗсене халӑх хушшине сарма тӑрӑшӑр.



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-06-27 14:51:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2688 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем